Нарӑс уйӑхӗн 21-мӗшӗ- Пӗтӗм тӗнчери чӑваш чӗлхи кунӗ — 21 февраля 2026 г. в 20:43:04.661
Нарӑс уйӑхӗн 21-мӗшӗ- Пӗтӗм тӗнчери чӑваш чӗлхи кунӗ Нарăс уйăхĕн 20-мĕшĕнче Геннадий Айхи поэзине юратакансем Çĕньял тĕп пĕлÿ паракан шкулĕнче «Айхи вулавĕсем» сăвă конкурсне пухăнчĕç. Чăваш халăх поэчĕ Геннадий Николаевич Айхи 1934 çулхи çурла уйăхĕн 21-мĕшĕнче Чăваш Республикин Патăрьел районĕнчи Çĕньялта, учитель кил-йышĕнче çуралнă. Г. Айхи –Чăваш патшалăх, Раççейри тата Европăри тĕрлĕ çĕр-шыври литература премийĕсен лауреачĕ. Кăçалхи конкурс 3-11-мĕш классем хушшинче икĕ номинаципе иртрĕ. «Чăваш поэчĕсен Раççейри халăхсен пĕрлĕхĕн тата Чӑваш Республикинчи халăхсен туслăхĕн çулталăкне халалласа çырнă сăввисене чăвашла вуласси», «Геннадий Айхин чăвашла тата вырăсла çырнă сăввисене вуласси» номинацисенче Турханти вӑтам шкулта вӗренекенсем- Мария Васильева, Елизавета Васильева, Светлана Николаева, Ирина Мерзлова, Ксения Николаева, Осипов Роман малти вырӑнсене йышӑнчӗҫ. Ачасене конкурса хатӗрлекенӗсем: Самарина В. А., Стефейкина М. Н., Сымова О. А., Мылова Е. Н., Васильева З. В. ...Ӗмӗрпеле пӗр тан пулас тесессӗн Ялан тан пул эс ӗҫ этемӗпе Ун шанчӑкӗн вӑйне ӑнкарӑн эсӗ Чи сисӗмлӗ поэзи чунӗпе....❤️

