☀️☀️☀️Чӑваш чӗлхи эрни — 24 апреля 2026 г. в 18:06:21.453
☀️☀️☀️Чӑваш чӗлхи эрни Ака уйăхăн 23-мĕшĕнче Аслă Чемен вăтам шкулĕнче «Янăра, тăван сăмахăм - 2026» сăвă вулакансен конкурсĕ иртрĕ. Александр Сорочайкин (Чăваш Сашши) сăвăç-ентеше халалланă çак конкурса. Турханти вӑтам шкулта вӗренекенсем "Янӑра, тӑван сӑмахӑм" конкурса кашни ҫулах хастар хутшӑнаҫҫӗ. 8- мӗш класра вӗренекен Сымова Рада хӑй ҫырнӑ сӑввипе 8-11 класс ачисем хушшинче 3- мӗш вырӑн йышӑнчӗ. Радӑна малалла та пултарулӑхра ӑнӑҫу сунатпӑр! ☀️

