Перейти к содержимому
Максиметер

💫 «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2026» акци иртрĕ.

💫 «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2026» акци иртрĕ. 2026 çулхи ака уйăхĕн 23-мĕшĕнче «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ» акци иртрĕ. Унта кашни чǎваш чунлǎ çын хутшǎнчĕ. Ǎна Раççейри халăхсен пĕрлĕхĕн çулталăкне, Чăваш Республикинчи халăхсен туслăхĕн çулталăкне тата Чăваш чĕлхи кунне халалланă. Акцие йĕркелекенсем: Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕ, Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ, «Хыпар» хаçат, Чăваш наци радиовĕ, Чăваш наци телевиденийĕ, Тăван радио, Чăваш Республикин наци библиотеки, И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕ тата И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ. Акцин тĕп тĕллевĕ – тĕнчери тăван кĕтесрен, тăван çĕртен, тăван чĕлхерен, тăван халăхран хакли нимĕн те çуккине тепĕр хут аса илтересси, чăваш чĕлхин пĕлтерĕшне, сумĕпе хисепне ÿстересси, чăвашла çырма пĕлнине тĕрĕслесси, чăвашла пĕлекен кашни çынна хăй тĕрĕс çырма пултарнине тĕрĕслеме çителĕклĕ майсем туса парасси. Диктант текстне Алиса Миронова çырни тăрăх хатĕрленĕ. Вăрнарти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан 1-мĕш вăтам шкул вĕренекенĕсемпе вĕрентекенĕсем те «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ» акцие кǎмǎлтан хутшǎнчӗç. Çак акцие хутшǎнни чăвашла пĕлекен кашни çынна хăй тĕрĕс çырма пултарнине тĕрĕслеме май тупса парать, пĕлÿ шайне тĕрĕслемелли мел пулса тǎрать.  Вĕсене пурне те тав тăватпăр, лайǎх паллǎсем илме ǎнǎçу сунатпǎр! #ПӗтӗмЧӑвашДиктанчӗ #МинобразованияЧувашии #ЗахаровМинобразования21 #мирвозможностей #ер21 #НоваяШкола

692 просмотров

Канал в каталоге Максиметера

146 подписчиков · Лайфстайл

Другие публикации канала

Популярные публикации канала

Ещё по теме «Лайфстайл»

Читать дальше

Два раза в неделю свежие посты этого канала — на почту и в личную ленту. Без повторного поиска канала вручную.