🔸 Ҫитес кунсенче ҫӗрле тӑм ӳкме пултарӗ — 28 августа 2026 г. в 10:43:56.430
🔸 Ҫитес кунсенче ҫӗрле тӑм ӳкме пултарӗ Тинех ҫумӑр ҫума чарӑнчӗ, ҫанталӑк уяртрӗ. Кӑнтӑрласерен 14-19 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил тӳлек вӗрӗ. Анчах шӑпах кун пек условисене пула хӑш-пӗр ҫӗрте ҫӗрлесерен тӑм ӳкме пултарӗ. Тунтикун ҫил кӑнтӑр-анӑҫ енчен вӗрме пуҫлӗ, 20 градус таран ӑшӑтӗ. Эрне варринче кӑнтӑрласерен 23-25 градус ӑшӑ пулӗ, ҫӗрлесерен – 14-16. Анчах пӗлӗтленӗ, аслатиллӗ ҫумӑр ҫӑвас хӑрушлӑх пур. Канмалли кунсенче ҫумӑр ҫума пултарӗ, 15-20 градус ӑшӑ пулӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, авӑн уйӑхӗн вӗҫлениччен ӑшӑ пулӗ. «Ҫанталӑк 21» сайт пӗлтернӗ тӑрӑх.

