Ку эрнере пӗрремӗш юр ӳкме пултарӗ
Ку эрнере пӗрремӗш юр ӳкме пултарӗ «Карчӑк ӑшши» вӗҫленчӗ. Ҫитес вӑхӑтра республикӑн ҫурҫӗр-анӑҫ енчи окургсенче хушӑран ҫумӑр ҫума тытӑнӗ. Ытти округра пӗлӗтлӗ пулӗ. Эрне варринче уяртӗ. Юнкун ӑшӑтӗ, анчах ку сивӗтес умӗнхи юлашки ӑшӑ кун пулӗ: ҫӗрле сивӗ фрончӗ килӗ. Кӗҫнерникун хушӑран ҫумӑр, пӑрлӑ кӗрпе ҫума пултарӗ. Эрнекун пӗрремӗш юр пӗчисем ӳкме пултарӗҫ. Кӗҫнерникун ҫӗрле термометр 0 градус кӑтартӗ, эрнекун кӑнтӑрла 5 градус кӑна ӑшӑ пулӗ. Ҫурҫӗр енчен вӗрекен ҫил вӑйланнӑран тата сивӗрех пек туйӑнӗ. Канмалли кунсенче те 5-10 градус кӑна ӑшӑ пулӗ. Ҫумӑр ҫумӗ, анчах ҫурҫӗр-анӑҫ енчен ҫил самай вӑйлӑ вӗрӗ. «Ҫанталӑк 21» сайт пӗлтернӗ тӑрӑх.