🔸 Тинех «карчӑк ӑшши» ҫитрӗ!
🔸 Тинех «карчӑк ӑшши» ҫитрӗ! Вӑл авӑн уйӑхӗн вӗҫӗччен пырӗ. Шӑматкун тата тунтикун вырӑнӑн-вырӑнӑн ҫумӑр ҫума пултарать. Чи ӑшӑ кунсем ҫитес эрне варринче пулӗҫ: термометр 19-24 градус кӑтартӗ. Эрне вӗҫнелле хушӑран ҫумӑр ҫума пултарать, анчах ҫанталӑк ӑшӑ пулӗ. Ҫитес эрнери канмалли кунсенче 18-20 градус ӑшӑ тӑрӗ. «Ҫанталӑк 21» сайт пӗлтернӗ тӑрӑх.
128 просмотров