🔸 Юпа уйӑхӗн мӗнле пулӗ?
🔸 Юпа уйӑхӗн мӗнле пулӗ? Ку уйӑх сивӗ ҫанталӑкран пуҫланӗ. Ҫитес шӑматкун юр ӳкме пултарӗ, ҫӗрле шӑнтӗ. Ҫил вӑйланнӑран тата сивӗрех пек туйӑнӗ. Шӑматкун термометр 2-3 градус ӑшӑ кӑтартсан та 6-8 градус сивӗ пек туйӑнӗ. Ку хӗл пуҫламӑшӗ мар-ха, унӑн репетицийӗ кӑна. Пӗтӗмӗшле илсен, юпа уйӑхӗнчи ҫанталӑк климат нормипе килӗшӳллӗн пулӗ, типӗ, ӑшӑ кунсем те савӑнтарӗҫ. Ҫитес эрнерех палӑрмалла ӑшӑтӗ. Пӗрремӗш тата иккӗмӗш декадӑра ытларах типӗ те ӑшӑ пулӗ. Иккӗмӗш декадӑра вара сивӗтӗ. Ун чухне хӗл икӗ хутчен хӑйӗн правине илме тӑрӑшӗ. Анчах юр ирӗлсе кайӗ. «Ҫанталӑк 21» сайт пӗлтернӗ тӑрӑх.