🔸 Хӗлле мӗнле пулӗ?
🔸 Хӗлле мӗнле пулӗ? Чӳк уйӑхӗ типӗ килмӗ, 13 см хулӑнӑш юр ҫума пултарӗ. Раштав уйӑхӗ ытти чухнехинчен ӑшӑрах пулӗ, юр хулӑнӑшӗ 23 см таран ҫитӗ. Раштавра тата кӑрлачра 30 градус сивӗ кунсем пуласси 20%-па танлашать, ытти уйӑхра ун пек кунсем пулмӗҫ. Кӑрлач юрлӑ килӗ, юр хулӑнӑшӗ 42 см ҫитӗ. Нарӑсра вара юр нумай пулмӗ: 5 см кӑна хушӑнӗ. Уйӑхри вӑтам сывлӑш температури нормӑран 2-3 градус ӑшӑрах пулӗ. Пуш уйӑхӗнче юр хулӑнӑшӗ 54 см ҫитӗ. Ку уйӑхра юр нормӑран ытларах ҫӑвӗ. Эппин, ҫуркунне юлашки 4 ҫулти пек ир килмӗ. Ака уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче юр хулӑнӑшӗ 35 см пулӗ-ха. «Ҫанталӑк 21» сайт пӗлтернӗ тӑрӑх. Ку – прогноз кӑна, хӗл чӑннипе мӗнле пулассине никам та пӗлмест. Пирӗн канала ҫырӑнӑр