Перейти к содержимому
Максиметер

🔸 Ку эрнере юр ҫӑвӗ

🔸 Ку эрнере юр ҫӑвӗ Паян кӑна мар, кӗҫӗр тата ытларикун ҫӗрле те тӗтре карса илӗ. Ытларикун хушӑран ҫумӑр ҫӑвӗ. Каҫ енне сивӗтӗ, ҫумӑрпа хутӑш йӗпе юр ҫӑма пуҫлӗ. Юнкун ҫӗрле юр вӑйлӑрах ҫӑвӗ, хура ҫӗр шуралӗ. Кӗҫнерникун ҫӗрле те юр пулӗ. Асӑрханӑр: термометр «минус» кӑтартнӑран ҫулсем шуҫлак пулӗҫ. Эрнен иккӗмӗш ҫурринче ҫил вӑйланӗ, ӑна пула 5-10 градус сивӗ пек туйӑнӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, шӑматкун юр ҫумӗ, вырсарникун каллех йӗпе юр ӳкӗ. Ҫитес эрнерен вара типӗ ҫанталӑк хуҫаланӗ, хӗвел те тухас шанчӑк пур, анчах ҫӗрлесерен 5-10 градус таран шӑнтӗ. «Ҫанталӑк 21» сайт пӗлтернӗ тӑрӑх. Пирӗн канала ҫырӑнӑр

80 просмотров

Канал в каталоге Максиметера

203 подписчиков · Новости

Другие публикации канала

Популярные публикации канала

Ещё по теме «Новости»

Читать дальше

Два раза в неделю свежие посты этого канала — на почту и в личную ленту. Без повторного поиска канала вручную.