⚡️Тăманаран пуçласа кашкăр таранах çăлнă — 7 июля 2026 г. в 08:02:41.456
⚡️Тăманаран пуçласа кашкăр таранах çăлнă Вĕсем пĕр-пĕрне пĕрре курсах килĕштернĕ: Алена Кожевникова тата Барни овчарка. Ку унăн йытти пулнине кинолог чĕрипе туйнă. «Кунсене пĕрле ирттерме çав тери кăмăллă. Чĕрчунсем хăйсене юратнине туяççĕ, йăлтах ăнланаççĕ. Айван йытă çук, кирек хăшне те хăнăхтарма, вĕрентме пулать. Вăл хуçи пек тени тĕрĕс. Кинологпа йытă хушшинче никам ăнланман çыхăну йĕркеленет. Хуçи отпуска кайсан шанчăклă юлташĕ тунсăхлать, апатран та пăрăнма пултарать. Каннă вăхăтра та нумайăшĕ хăйĕн хӳреллĕ ĕçтешне курма килет», — терĕ Алена. Нумай çул ветеринарта, сывлăх сыхлавĕн сферинче тăрăшнă хĕрарăм паян Лапсарти 1-мĕш юсанмалли колонире кинолог-инструкторта ĕçлет, малашне çак профессире аталанма тĕллев лартнă вăл. Тĕплĕнрех – «Çамрăксен хаçатĕнче» (02.07.2026) Канала ҫырӑнас

