Управление образования администрации Батыревского МО
Образование · 13 марта 2026 г.
2026 çулхи пуш уйăхĕн 13-мĕшĕнче поэзине юратакансем Митта Ваҫлей ячĕллĕ пĕтĕмĕшле пĕлӳ... — 13 марта 2026 г. в 14:00:02.784
2026 çулхи пуш уйăхĕн 13-мĕшĕнче поэзине юратакансем Митта Ваҫлей ячĕллĕ пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан Первомайски вăтам шкулĕнче «Митта вулавĕсем-2026» сăвă конкурсне пухăнчĕç. Конкурса пурĕ 55 вĕренекен хутшăнчĕ. Паянхи Митта Ваҫлейне халалланă конкурс 3-11-мĕш классем хушшинче виҫĕ номинаципе иртрĕ. Çĕнтерÿçĕсене тĕрлĕ номинацире жюри членĕсем çапла хакласа палăртрĕç: ✅«Митта Ваҫлей сăввисем» (чăвашла тата вырăсла вуласси) номинацире - 3-4 классем хушшинче - Патăрьел 1-мĕш вăтам шкулĕнче 3-мĕш класра вĕренекен Путяков Дмитрийпе Хитров Никита палăрчĕç (ертÿçи- Васильева О.В.); 5-7 классем хушшинче Патăрьел 1-мĕш вăтам шкулĕнче 6-мĕш класра вĕренекен Рубцова Яна (ертÿçи – Н.А. Путякова), Митта Ваҫлей ячĕпе хисепленекен Первомайски вăтам шкулĕнче 6-мӗш класра вĕренекен Краснова Софья (ертÿçи – Е.Ф. Сорокина) çĕнтерчĕç; 8-10-мĕш классем хушшинче - Патăрьел 2-мĕш вăтам шкулĕнче 11–мĕш класра вĕренекен Цыганова София (ертÿçи – Т.Ф. Дмиртиева), Аслă Чемен вăтам шкулĕнче 11-мĕш класра вĕренекен Макарова Ангелина (ертÿçи – Селиверстрова Э.И.) çĕнтерчĕç. ✅«Митта Ваҫлей ентешĕсен сăввисем» номинацире В.И. Давыдов-Анатри, Н.А.Исмуков сăввисем янăрарĕç. Малти вырăна çĕнсе илекенсем: 3-4 классем хушшинче - Пăлапуç Пашьел вăтам шкулĕнче 4-мĕш класра вĕренекен Ларев Николай (ертÿçи – Тихонова И.В.). 5-7 классем хушшинче - Айхи ячĕпе хисепленекен Çĕньял тĕп пĕлÿ паракан шкулта 6-мĕш класра вĕренекен Карзакова Яна (ертÿçи – Родионова Р.В.), Митта Ваҫлей ячĕпе хисепленекен Первомайски вăтам шкулĕнче 6-мӗш класра вĕренекен Самакин Лев (ертÿçи – Е.Ф. Сорокина), Сăкăт вăтам шкулĕнче 7-мĕш класра вĕренекен Ю. Мердина (ертÿçи – Е.В.Анюрова) 8-11-мĕш классем хушшинче - Аслă Чемен вăтам шкулĕнче 9-мĕш класра вĕренекен Игнатьева Софья (ертÿçи – Селиверстрова Э.И.). Çĕнтерÿçĕсене Патăрьел муниципалитет округĕн «Информаципе методика центрĕн» методисчĕ Л.Н. Титовапа Патăрьел тăрăхĕнчи чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсен методика пĕрлешĕвĕн ертӱҫи Светлана Кулакова хисеп хучĕсемпе чысларĕç, муниципалитет шайĕнчи пысăк мероприятине тĕплĕн хатĕрленсе ирттернĕшĕн Первомайски шкул администрацине тав турĕç. Юлашкинчен ҫĕнтерӱҫĕсем хӑйсен пултарулӑхне сцена çинче пурин умĕнче те тепĕр хут кăтартрĕҫ. Первомайски вăтам шкулĕнче вĕренекен маттур ачасем Митта Ваҫлейĕн тата çак ялтан тухнă мухтавлă поэтăмăрсен - В.И. Давыдов-Анатрипе Н. Исмуковӑн сăввисене чуна тивмелле вуласа пачӗç. Мероприяти питӗ тухӑçлӑ иртрӗ. Пурне те тав! #НоваяШкола

