Чĕлхе уявĕ ячĕпе çавра сĕтел иртрĕ. — 9 сентября 2026 г. в 06:15:34.295
Чĕлхе уявĕ ячĕпе çавра сĕтел иртрĕ. Авăн уйӑхӗн 8-мĕшĕнче Чăваш Республикин вĕренӳ институчĕпе Шупашкар хулин Раççей Геройĕ Н.В. Смирнов сержант ячĕллĕ 33-мĕш вăтам шкулĕ çавра сĕтел ирттерчĕç. Ку тĕлпулăва Раççейри халăхсен тăван чĕлхи кунне халалланă. Тĕп тема – чăваш чĕлхине хальхи вĕренӳ стандарчĕсемпе усă курса упрасси тата аталантарасси. Мероприятие Чăваш Республикин вĕренӳ институчĕн проректорĕ Инесса Ядранская уçрĕ, вăл вĕрентӳ ĕçĕнчи çĕнĕлĕхсем çинчен каласа кăтартрĕ. Çĕнĕ вĕренӳ çулĕ пĕлтерĕшлĕ пулăмсенчен пуçланнине асăнчĕ, республикăри шкулсемпе ача сачĕсенче нумай чĕлхеллĕ классемпе ушкăнсем уçăлни пирки пĕлтерчĕ. Шупашкар хулин 33-мĕш вăтам шкулĕн директорĕ Надежда Семенова хула шкулĕнче чăваш чĕлхине аталантарас ĕçре тĕрлĕ проектсемпе ĕçлеме май пурри çинчен каларĕ. Темиçе çул шкулта Çĕнĕ çул уявне чăвашла ирттереççĕ. Уява ачасем те, ашшĕ-амăшĕ те хапăлласах йышанаççĕ. Урокри тата класс тулашĕнчи çĕнĕлĕхсемпе те паллашрĕç вĕрентекенсем. Римма Гаврилова (40 шкул вĕрентекенĕ) нумай чĕлхеллĕ класра ĕçлемелли мелсем пирки каларĕ, Ирина Диарова (33 шкул вĕрентекенĕ) сасăланă чăваш алфавичĕпе паллаштарчĕ. Светлана Кулакова (Патăрьел муниципалитет округĕн Ыхра Ҫырми шкулĕн вĕрентекенĕ) «Чăваш чĕлхи – чĕкеç чĕлхи» пĕрлĕхри çĕнĕ рубрика çинчен каласа пачĕ. Çĕнĕ проектсенчен пĕри вăл «Шкул дневникĕ чăвашла /Чувашский дневник» пулчĕ. Паянхи кун хула шкулĕсенче вĕренекенсем çĕнĕ дневниксене кăмăлласах алла тытрĕç. Проектпа Анастасия Анохина (И.Я. Яковлев ячĕллĕ ЧППУ) паллаштарчĕ. Тăван чĕлхене аталантарас ĕçри Халăхсен туслăх çурчĕн тӳпи пысăк. Ун пирки туслăх çурчĕн ертӳçи Сергей Иванов каласа кăтартрĕ. Мероприятие хутшӑннӑ Вӑрмарти Г.Е.Егоров ячӗллӗ вӑтам шкул вӗрентекенӗсем Иванова Р.М., Яковлева И.В. тăван чĕлхе халăх пуянлăхĕ пулнине çирĕплетрĕç.

