Пулас Мессисем — 15 июня 2026 г. в 06:53:37.551
Пулас Мессисем Самара хулинче футбол вăййине юратакан ачасен Атăл çи турнирĕ иртнĕ. Республикăн пĕрлештернĕ команди йышĕнче пирĕн ентешсем пурри хăйне кура мăнаçлăх. Елчĕкри «Интер» академи филиалĕн (тренерĕ — Владимир Шашков) футбол клубĕн членĕсем вĕсем: Кирилл Миллинпа Егор Кириллов. Самарăран ачасем «çĕнтерỹçĕ» ятпа килнĕ! Мессисемпе Роналдосем çакăн пек турнирсенчен тухаççĕ те…

