Тĕп библиотекӑн кӗнеке фончӗ интереслӗ ҫӗнӗ кӗнекепе пуянланчӗ.
Тĕп библиотекӑн кӗнеке фончӗ интереслӗ ҫӗнӗ кӗнекепе пуянланчӗ. 📘Кĕнеке вулакансемшӗн кӑмӑллӑ хыпар! Тĕп вулавăшра паян Николай Васильевич Алексеевăн «След на земле» ҫӗнӗ кӗнеке презентацийӗ иртрӗ. ✅Кĕнеке презентацине авторӑн ял историпе кӑсӑкланакансем, авторсемпе чӗрӗ хутшӑнма юратакансем, пĕрле вĕреннĕ юлташĕсем, вулавăш ĕçченĕсем, ҫавӑн пекех кӗнекесем мӗнле ҫуралнине пӗлесшӗн пулнисем пуçтарăнчӗҫ. 📕Ҫěнӗ кӗнеке, Елчӗк муниципаллӑ округӗнчи Тӗмер ялӗ тата унта пурӑнакансем ҫинчен документпа таврапӗлӳ кӑларӑмӗ, Шупашкарти типографирен тӑватçěр тиражпа пичетленсе тухрĕ. Кӗнекере ял аталанӑвӗн тӗп тапхӑрӗсене ҫырса кӑтартнӑ: Тӗмер чиркӗвӗ, коллективлӑ хуҫалӑхсем, инфратытӑм объекчӗсемпе ялӑн паллӑ вырӑнӗсем ҫинчен уйрӑм сыпӑксемпе каласа панӑ. Ҫавӑн пекех кӗнекере ялта ҫуралса ӳснӗ паллӑ ҫынсем ҫинчен ҫырнӑ, асăнмалăх ÿкернě нумай сăнÿкерчěксемпе пуянлатнӑ. ❤️Николай Алексеев – журналист, Раҫҫей Федерацийӗн журналистсен Союзӗн членӗ, Чӑваш республикин Культурӑн Тава Тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, пултаруллă çын: общество активисчĕ, таврапĕлÿçĕ. Тӗмер ялӗ ҫинчен ҫырасси вӑл – «чун апачӗ» пулинех Николай Васильевичшӑн. Хӑй ҫуралнӑ ялӑн историйӗпе чылайранпа кӑсӑкланать. Пушӑ вӑхатра ялти ватӑ ҫынсемпе курнӑҫса калаҫни, Шупашакарти тӗрлӗ архивсенче, Тӗмер чиркӗвӗнче упранакан документсене тишкерни, аякра пурӑнакан ентешсемпе ҫыру ҫӳретни ҫак кӗнекене кун ҫути кӑтартма май панӑ. Н. Алексеев 5 кӗнеке авторĕ. Кĕнеке авторĕ хăйĕн кĕнекине тĕп вулавăша парнелесе савăнтарчĕ. Николай Алексеева, малашне те ҫирӗп сывлӑхпа та хавхаланупа ҫӗнӗ кӗнекесем ҫырма вăй-хăват, ăнăçу сунса хăварчĕ вулавăш ертÿçи Алина Петрова. #Библиотека#БиблиотекиЯльчикскогоМО#КультурамалойРодины#ЯрковЧувашии