Суйлава - чăваш тумĕпе
Суйлава - чăваш тумĕпе - Суйлав халăхшăн - яланах пысăк та кĕтнĕ уяв. Çакна суйлавçăсем сасăлав участокне савăк кăмăлпа килни питĕ лайăх çирĕплетет, - палăртать Хăвăлçырма ялĕнчи суйлав комиссийĕн председателĕ Зинаида Михеева. Пĕр вăхăтрах Елчĕкри общество палатин хастар членĕ те вăл. Кăçал суйлава пуçласа хутшăнакансем те пур. Вĕсенчен пĕри - Алиса Волкова. Зинаида Альбертовна хĕре тĕрĕс суйлав тума хавхалантарнă май парне те панă. Алиса халăхăн йăли-йĕркине хисепленине, чăвашлăха юратнине палăртса сасăлава наци тумĕпе хутшăннă. #ЕДГ2026_Чувашия