Анисия аппа - 102 çулта
Анисия аппа - 102 çулта Елчĕк округĕнчи Таяпа Энтри ялĕнче пурăнакан Анисия Евдокимова кăçалхи февралĕн 25-мĕшĕнче хăйĕн 102 çулхи çуралнă кунне кĕтсе илчĕ. Хĕрарăм хăйне аван туять, хăлхи те илтет, куçĕ те курать унăн. Кăçал вăл суйлава килĕнче хутшăнчĕ. Иртнĕ çул Анисия аппа хирĕçре вырнаçнă культура çуртне суйлама хăйĕн урисемпе утса кайса килнĕччĕ. "Клуба кăна каçатăп-ха ĕнтĕ эпĕ", - тенĕччĕ вăл пире. Пурнăç çулĕ тăрăх пархатарлă утса тухнă хĕрарăм ырă малашлăхшăн сасăланине палăртрĕ. - Пурнăç начар мар паян, ырлăхра пурăнатпăр. Малашлăх тата та çутă пултăр тесе патăм хамăн сассăма. Чи кирли - вăрçă вĕçлентĕр, салтаксем çемйисемпе юнашар пулччăр: тет вăл. Анисия аппана саламлатпăр, тав тăватпăр! #ЕДГ2026_Чувашии #Чăвашреспубликинобществопалата #Общественнаяпалатачувашскойреспублики