Ваççа тете - 92 çулта
Ваççа тете - 92 çулта Патреккел ялĕнче вырнаçнă 2405 номерлĕ суйлав участокĕн комиссийĕнче сасăлавăн пĕрремĕш кунĕ хĕрỹ пырать. Кунта 12 сехет тĕлне 89 çын хăйсен сассине пама та ĕлкĕрнĕ. Халăх килсех тăрать. Комисси членĕсем, сăнавçăсем, полици ĕçченĕсем хăйсене шаннă ĕçе тивĕçлипе пурнăçлаççĕ. Суйлав ăнăçлă иртсе каясса шансах тăратпăр. Унăн чи малтанхи сасăлавçи паян арçынсенчен ялти чи аслă та сумлă ватă Василий Абрамов пулчĕ. Ваççа тете кăçал январĕн 7-мĕшĕнче 92 çул тултарчĕ. Вăл пире суйлава тивĕçлĕ ирттерме ăшă сăмахсем каларĕ, - тет суйлав комиссийĕн председателĕ Елена Добронравова. Сасăлав малаллах тăсăлать. Елчӗкри общество палатинчен кунта сӑнавҫӑ пулса Руфина Воронцова хутшӑнать. #ЕДГ2026_Чувашии #Чăвашреспубликинобществопалати #Общественнаяпалатачувашскойреспублики