Депутат Госсовета Чувашии Юрий Попов:
Депутат Госсовета Чувашии Юрий Попов: – Юлашки çулсенче ял хуçалăхсем, ялсем мĕнле аталанса пыни курăнать. Нумай ĕç туса пыратпăр, мĕншĕн тесен хальхи ял хуçалăх предприятийĕсем, фермерсем валли пулăшу мери нумай. Çав пулăшу пулмасан пирĕн ял тăрăхĕсем, фермерсем, предприятисем малалла аталанса пыраймаççĕ. Юлашки çулсенче нумай районта питĕ пысăк сĕт таварĕн комплексĕсем тăваççĕ. Каласа хăвармалла: эпир те, Вăрнарти аш-какай комбиначĕ, кăçал çакăн пек комплекс тума пуçларăмăр: виçĕ ĕне ферми, кашни фермăра 500-шер пуç ĕне тытма пулĕ. Тепĕр çул авăн уйăхĕнче хута каймалла вăл. Республика пулăшăвĕсĕр çакна тăвайман пулăттăмăр. #Чувашия #ПосланиеГлавы #ОлегНиколаев #ГоссоветЧувашии #ЮрийПопов #Яльчикскийокруг