⚡️Ачасем лайăххи ватлăхра лăпкăлăх кӳрет
⚡️Ачасем лайăххи ватлăхра лăпкăлăх кӳрет Елчĕк округĕнчи Çĕнĕ Эйпеçри Геннадипе Елена Тумановсем бриллиант туйĕн кĕрекине ларнă. 60 çул вĕсен çемйинче килĕшӳпе юрату хуçаланать. 4 хĕрпе 2 ывăл çуратса ӳстерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă мăшăр кăçал «Юратупа шанчăклăхшăн» медале тивĕçнĕ. Ачисене вĕсем мĕн пĕчĕкрен ĕçе юратма хăнăхтарнă. Çемье пысăк хуçалăх тытнă: качака, сурăх, ĕне нумай усранă. Выльăх-чĕрлĕх пăхас, вĕсем валли апат хатĕрлес, кил-çурта тирпейлес ĕçсенче ывăл-хĕрĕ яланах пулăшнă. Вĕсене асăрхаттарма кирлĕ те пулман, кашниех хăйĕн тивĕçне кăмăлтан пурнăçланă. Ачасем ашшĕ-амăшĕн ырă енĕсене курса, ĕçченлĕхе туптаса ӳснĕ. Халĕ хăйсен çемйисенче те çак йăласене тытса пыраççĕ. «Атте-анне – икĕ çунат» социаллă проект («Çамрăксен хаçачĕ». 29.10.2026) Канала ҫырӑнас ВК ОК Дзен
Канал в каталоге Максиметера
905 подписчиков · Госорганы и учреждения