1 — 9 сентября 2026 г. в 09:33:51.578
1 Хĕвел ансан каçхине Васкатăп савни патне Урара шăтăк нуски Сапăнтăм тутлă духи Чечек татрăм клумбаран Шăкалачĕ лавккаран Кĕсье тĕпĕ шăтăк ман Пулмасть паян ресторан Хушса юрламалли: Каçар мана Эп студент кăна Эп студент кăна Ан тирке мана 2 Ак утатпăр Заливра Пĕр-пĕрне алран тытса Çанталăкĕ пит аван Ав ишет катамаран Тавралла мĕн чуль кафе Кăлт! та кăлт! тапать чĕре Хакĕсем куça çиеç Кĕсьере çĕр тенкĕ çeç Хушса юрламалли: Каçар мана Эп студент кăна Эп студент кăна Ан тирке мана Бридж: Кайрăмăр общагана Çĕрулми ăшалама Ялтан килнĕ пĕр мишук Унран тутли нимте çук Роллтон пулать пĕçерме Ун пекки çук кафере Майонез пельмень пулсан Пурăнма пулать паян Хушса юрламалли: Каçар мана Эп студент кăна Эп студент кăна Ан тирке мана

