Тахçан çырнă сăвва шыраса тупрăм Мĕнле пек?
Тахçан çырнă сăвва шыраса тупрăм Мĕнле пек? Юлташ теме пулать кама? Кам хатĕр сана пулăшма. Кам ал парать йывăр чухне, Кам йăтма хатĕр хул çинче. Юлташ теме пулать кама? Кам яланах санпа çумра. Кам савăнать саншăн чунтан, Кам пăрăнса утмасть нихçан. Юлташ теме пулать кама? Кам хатĕр сана каçарма Вăрçăнсассăн та куренсен Вăл хăвармасть сана пĕччен. Юлташ теме пулать кама? Кам шутламасть санне укçа. Ĕçсе савăнма кăна мар - Кам хурлăхра та юнашар.