"СИККИПЕ!"
"СИККИПЕ!" 1 Хéвел ансан каçхине Тухрàм вàйà картине Тàсса ятàм купàса Пéтéм яла янратса Пурте тухрéç урама Манпа перле савàнма Хéрсем ташлаç ман тавра Ырлàх мар-и çак вара ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ: Пирéн пурнàç хитрипе Пурàнатпàр сиккипе! Тунсàха тéксе ярса Пурàнатпàр савàнса 2 Шàпчàк юрлать юррине Савать пулé савнине Эпе вара купàспа Савàнатàп ял-йышпа Пурнàç ялан тутà мар Çакна туссем манар мар Темле йывàр пулсан та Пуçа усма кирле мар ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ: Пирéн пурнàç хитрипе Пурàнатпàр сиккипе! Тунсàха тéксе ярса Пуpàнатпàр савàнса 3 Тулли уйàх çутатать Мана савни юратать Юратни кàна сахал Тата àшшàн чуп тàвать Купàс сасси - чун уççи Сатри тутлà улмуççи Ялан хавас калама Çынсене савàнтарма ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ: Пирен пурнàç хитрипе Пурàнатпàр сиккипе! Тунсàха тéксе ярса Пурàнатпàр савàнса