Юрă çыртăм. Вăрçăран кĕтекенсем валли. Мĕнле пек?
Юрă çыртăм. Вăрçăран кĕтекенсем валли. Мĕнле пек? 1 Çăмăл мар салтаксене вăрçăра, Çăмăл мар Ашшĕ-Амăшĕн чăтма. Çăмăл мар чунăм савнине кĕтме, Хĕвел те сансăр пăрахрĕ хĕртме. Хушса юрламалли: Çывраймастăп каçсерен Шухăшлатăп сан çинчен Сансăр мана пит йывăр та кичем. Çурăлса тухать чĕре Эсĕ халĕ инçетре Кашкăр пек улатăп эпĕ çĕрĕпе. 2 Кирлĕ мар мана миллион укçа. Кирлĕ мар, парăп хамăн пурлăха. Чун савни чĕрĕ таврăнтăр кăна, Турăçăм, тархаслатăп эп сана! Хушса юрламалли: Çывраймастăп каçсерен Шухăшлатăп сан çинчен Сансăр мана пит йывăр та кичем. Çурăлса тухать чĕре Эсĕ халĕ инçетре Кашкăр пек улатăп эпĕ çĕрĕпе. 3 Пирĕшти ялан сыхлатăр сана, Чун савни эсĕ те упра хăвна. Çыру çыр, эпир кĕтетпĕр чунтан, Ан килтĕр усал хыпар нихăçан. Хушса юрламалли: Çывраймастăп каçсерен Шухăшлатăп сан çинчен Сансăр мана пит йывăр та кичем. Çурăлса тухать чĕре Эсĕ халĕ инçетре Кашкăр пек улатăп эпĕ çĕрĕпе. Хушса юрламалли: Çывраймастăп каçсерен Шухăшлатăп сан çинчен Сансăр мана пит йывăр та кичем. Çурăлса тухать чĕре Эсĕ халĕ инçетре Кашкăр пек улатăп эпĕ çĕрĕпе.