Камсем пулчӗҫ ха Енӗш-Нӑрвашри асӑнупа истори музейӗнче.
Камсем пулчӗҫ ха Енӗш-Нӑрвашри асӑнупа истори музейӗнче. 9-мӗш Октябрьте ПӖТӖМ ТӖНЧЕРИ ПОЧТА КУНӖ пулнӑ май, музейра ҫыхӑну уйрӑмӗнче ӗҫлекенсемпе, тивӗҫлӗ канури ӗҫченӗсемпе пӗрле кӗҫӗн класра вӗренекенсем , вӗрентӳҫӗсем пулчӗҫ. Тӗл-пулу почта ӗҫӗпе ҫыхӑнчӗ. Ҫыхӑну пуҫлӑхӗ пулса ӗҫленӗ, ӗҫ ветеранӗ Шутова Галина Викторовна почта ӗҫӗ ҫинчен каласа пачӗ, ачасен, ыйтӑвӗсене ответлерӗ. Спиридонова Галина Петровна, Краснова Татьяна Геннадьевна, Васильева Нина Ивановна хӑйсен ӗҫӗсем ҫинчен аса илчӗҫ. Кашни кун ял тӑрӑх ҫӑмӑл мар сумкисемпе кирек мӗнле ҫанталӑкра та хаҫат-журнал , ҫырусем, пенсисем кирлӗ ҫӗре ҫитереҫҫӗ вӗсем. Ҫыхӑну уйрӑмӗн пуҫлӑхӗ Ирина Анатольевна хаҫат-журналсене мӗнле майпа ҫырӑнса илме май пурри ҫинчен каласа ӑнлантарчӗ. Халь ӗҫлекен почтальонсен ӗҫӗ пӗртак улшӑнчӗ. Хаҫат-журнал нумаях валеҫмеҫҫӗ пулсан та ӗҫӗ ҫавах кирлӗ те ответлӑ . Ачасем почта ӗҫӗ ҫинчен нумай пӗлчӗҫ,вӗсен ӗҫӗ мӗн тери ҫӑмӑл маррине ӑнланчӗҫ.Хӑнасене саламласа, сӑвӑ йӗркисем тата открыткӑсем парнелерӗҫ. Почта ӗҫченӗсем ачасене пылак парнепе хӑналарӗҫ. Музей ертӳҫи ачасене уяв ячӗпе картинӑсем парнелерӗ. 💛Тавтапуҫ сире ҫыхӑну ӗҫченӗсем, кирек мӗнле ҫанталӑкра та пирӗн урамсемпе пыратӑр, никама та хыпарсӑр хӑвармастӑр!🌷 Сире чун — чӗререн ҫирӗп сывлӑх, иксӗлми вӑй-хал сунатпӑр,сирӗн ӗҫ чӑтӑмлӑх ыйтать-ҫке! Ҫумӑрсем те, сивӗсем те сирӗн сывлӑха ан хавшатчӗр, кашни кун хастарлӑх хуштӑр!