💢Чăваш Ен пуçлăxĕ Oлег Николаев Стрелецкинче пурăнакан Галина Витальевна Столярова сăв... — 18 июня 2026 г. в 17:27:16.392
💢Чăваш Ен пуçлăxĕ Oлег Николаев Стрелецкинче пурăнакан Галина Витальевна Столярова сăвăçпа мĕн çинчен калаçнă-xa паян? ✨Кун çинчен Галина Витальевнăpaн ыйтса пăxма шутларăмăp. Çaпларах пулчĕ yн хуравĕ: "Эпӗ паян Чӑваш Енӗн пуҫлӑхӗпе Олег Алексеевич Николаевпа юнашар тӑрсах калаҫрӑм. Чăваш наци культурин аталанăвĕ çинчен. Эпӗ ӑна хамӑн ӗҫсемпе паллаштартӑм. Тата чӑваш символӗсем мӗне пӗлтерни ҫинчен калаҫрӑмӑр. Юлашкинчен асӑнмалӑх Етӗрнери ал ӑстинчен чӑваш символӗпе тунӑ значоксем парнелерӗм. 🥰Ача садӗнче Акатуй конкурсра "Росинка" садикра хутшӑнсаттӑмӑр та - районта малтисен шутӗнче пулнӑран - паян Шупашкара илсе кайрӗҫ. Вӑт ҫавӑнта вара май килчӗ унпа калаҫма. Çeмйипех питĕ caвăнтăмăp. Мӑнуксем йывӑҫ кашӑксене чӑваш символӗсем ӯкерсе капӑрлатрӗҫ. Эпӗ бисерпа ӗҫлессипе мастер-класс ирттертӗм. Эпир пурте киле чунсемпе хӑпартланса таврӑнтӑмӑр. Хамӑр район хӑватне тепӗр пусма картлашки ҫӯлерех хӑпартрӑмӑр пуль тетӗп. Пирӗн "Росинка" ача сачӗ вара диплом илме тивӗҫлӗ пулчӗ. Эпир Етӗрнене дипломпа таврӑнтӑмӑр". 💖 "Ceгодня мне удалось поговорить с Главой Чувашии Олегом Алексеевичем Николаевым. Поговорили о развитии национальной культуры. Всей семьёй очень обрадовались" , - отметила Галина Столярова из дepeвни Стрелецкая.

