Салам, Чӑваш Ен! — 24 июня 2026 г. в 17:22:15.927
Салам, Чӑваш Ен! Савнӑ енӗм, Чӑваш Ен, Сан паян уяв. Раҫҫее илем кӳрен Ӗҫӳсем-мухтав! Сан ачаш ытамунта Тӗрлӗ халӑхсем Килӗшӳ, юратупа Туслӑ кӳршӗсем. Ҫитӗнӳ туса пыма Вӑй-хӑват ҫитет. Савӑк, ырӑ пурӑнма Ман ентеш пӗлет. Пӗрлӗхре эпир пуян. Кам пӗлмест ӑна. Савнӑ енӗм, Чӑваш Ен, Чӗнтӗн хӑнана. Ташӑ-юрӑ ян! та ян! Савӑнать тӑван. Е ӗҫре е уявра Ҫивӗч пулнӑран. Сан ятпа ак саламсем Ҫитрӗҫ пур енчен. Ӑшӑ, ырӑ сӑмахсем Йышӑн, Чӑваш Ен! Галина Столярова

