Ял хӗрарӑмӗ
Ял хӗрарӑмӗ Шуҫӑмчченех вӑранать, Ҫӗнӗ куншӑн савӑнать, Сывлӑмпала ҫӑвӑнать, Кӑлтӑрмач пек ҫаврӑнать. Яшкине лартса ярать, Картишне тухса чупать, Выльӑхне тӑрантарать, Кӗтӗве те хӑвалать. Таврӑннӑ чух кил енне Ҫӑл шывне кӗвентепе Ик витрине тултарса Акӑш пек пырать утса. Васкаса кӗрет пӳртне Вӑратма пепкисене. Кӗҫӗннин - ача садне, Иккӗшин - пӗлӳ ҫуртне. Хӑвӑрт тумланать хӑй те Каймалла - ҫке ун ӗҫе. Арҫынтан юлмасть пӗртте: "Эп хӗрарӑм - ха", - тесе. "Лашине" ертсе пырать, Е сухапуҫне тытать, Ҫапӑҫма та пултарать Тӑнӑҫ пурнӑҫа туптать. Ӗҫ кунне вӗҫлесенех Килӗнче пахчи кӗтет. Акнӑ, лартнӑ туллиех Вӑхӑчӗ ҫаплах иртет. Ял хӗрарӑмӗ ӗҫчен. Вӑл пурне те ӗлкӗрет. Ир пуҫласа мӗн каҫчен Ун тавра пин ӗҫ вӗрет. Ял малашлӑхӗ ҫинчен Калаҫатпӑр нумайччен. Пӗтӗмпех ун аллинче Ҫак хӗрарӑм ҫийӗнче. Тивӗҫлӗ вӑл мухтава Чыслӑ, сумлӑ уява. Пултӑр ял хӗрарӑмӗ Сӑвӑ - юрӑ ярӑмӗ ! Галина Столярова, Стрелецки ялĕ. Наш канал в Max