Перейти к содержимому
Максиметер

⚡️Ырă туйăмсен авăрне путаракан хула

⚡️Ырă туйăмсен авăрне путаракан хула Етĕрне тăрăх пĕр кунра урлă та пирлĕ утса тухма пулать. Анчах унăн 436 çул тăсăлакан историне пĕр хут килсе курнипех пĕлсе çитеймĕн. Паян сире хăшпĕр тĕп самантпа паллашма сĕнетпĕр. Ку хулара тĕлĕнмелле майпа шăпасем хĕресленеççĕ. Кам пĕлет, хулан хăш юппинче пурнăçа улăштаракан тĕлпулу кĕтет! Волковпа пĕртăван Таланцевсен шăпах çавăн пек пулнă та. Лев Толстойăн тухтăрĕ валли ĕçлемешкĕн лечебница Етĕрнере хута янă та. Ординатор пӳлĕмĕнче микроскоп, фонендоскоп, тухтăр пичечĕ, XIX ĕмĕр вĕçĕнчи тата XX ĕмĕр пуçламăшĕнчи медицина кĕнекисене курма пулать. Алăпа ăсталанă шахмат, ĕç сĕтелĕ, Вишневский алă пуснă Тав çырăвĕ, медицина докуменчĕсен бланкĕсем, тухтăр аллипе çырнисем те пур. Волковăн бюсчĕ те питĕ чаплă. Унăн авторĕ — Мордва Республикинчи Александр Тришкин. Операци пӳлĕмĕнчи хăйне евĕр экспонат – Волков хирургăн тĕрленĕ портречĕ. Ăна библиотека ĕçĕн ветеранĕ Зинаида Изоркина пурнăçланă. «Эс те кайса кур!» социаллă проект («Çамрăксен хаçачĕ». 05.11.2026) Канала ҫырӑнас ВК ОК Дзен

347 просмотров

Канал в каталоге Максиметера

1 243 подписчиков · Госорганы и учреждения

Другие публикации канала

Популярные публикации канала

Читать дальше

Два раза в неделю свежие посты этого канала — на почту и в личную ленту. Без повторного поиска канала вручную.