🎼 КАЙРИ - МАЛА хит-парад – 16.08.2026ç.
🎼 КАЙРИ - МАЛА хит-парад – 16.08.2026ç. Ҫӗр ӗҫченӗсем мӗнле кашни уяр самантпа усă курма тăрăшаҫҫӗ, эпир те кашни сасăна шута илсе кăларăма йӗркелетпӗр. Ҫавăнпа хăвăр шухăш-кăмăла палăртма ан ÿркенӗр. Йăлтах сиртен килет юрăҫсем хит-парадра мӗнле вырăн йышăнасси. 10-мĕш вырăн – Анастасия Виноградова, «Ан яр» 9-мĕш вырăн – Наталья Петрова, «Ирхи шуҫăм» 8-мĕш вырăн – Диана, «Малалла» 7-мĕш вырăн – Стас Владимиров, «Ырă сунса» 6-мĕш вырăн – Сергей Петров, «Йÿҫӗ, йÿҫӗ» 5-мĕш вырăн – Петĕр Пĕтмен, «Шурă çĕмĕрт» 4-мĕш вырăн – Карина Алексеева, Леонид Захаров, «Ҫумăр ҫăвать» 3-мĕш вырăн – Светлана Печникова, «Тăхта, ҫамрăклăх» 2-мĕш вырăн – «Хусан чăвашĕсем» ушкăн, «Йӗркеллӗ туслăх» 1-мĕш вырăн – Татьяна Кунер, «Санпала кăна телейлӗ» Çак юрăçсем çитессинче «Кайри-мала» хит-парадра мĕнле йĕрке йышăнасси, туссем, сиртен килет. Юратнă юрăшăн хастартарах сасăлăр! Сасăлав «Одноклассники» https://ok.ru/chuvradio тата «ВКонтакте» https://vk.com/chuvradio социаллă сетьсенчи Чăваш радио ушкăнĕнче çурла уйăхĕн 21-мĕшĕччен, 9.30-чен пырать. Пĕтĕмлетÿсене икĕ тытăмри сасăсене пĕрлештерсе тăвăпăр. Сасăлăр! Унсăр пуçне, «Чӑваш радио - Радио Чувашии» ушкăн MAXра та пур, хутшăнăр! https://max.ru/channel_chradio Хисеплĕ юрăçсем! Хăвăр çĕнĕ юрăсене хит-парада хутшăнтарас тетĕр пулсан çак электронлă почта çине ярса парăр: timahvi@yandex.ru Юрă ятне, кам юрланине, кĕввине тата сăмахĕсене кам çырнине туллин кăтартма ан манăр. Хаваспах сирĕн хайлавсене радиоитлекенсемпе пĕрле хаклăпăр!