ВӐХӐТ ҪИТРӖ. АНОНС!!!
ВӐХӐТ ҪИТРӖ. АНОНС!!! Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Хӗрлӗ Чутай округӗн централизациленӗ клуб тытӑмӗн директорӗ Александр Самсонов ҫак кунсенче хӑйӗн сумлӑ юбилейне кӗтсе илчӗ. Ҫавна май «Вӑхӑт ҫитрӗ» кӑларӑмра паллă юрӑҫпа тӗл пулӑпӑр, унăн пурнăçĕпе хальхи ӗҫӗ-хӗлӗ ҫинчен ыйтса пӗлӗпӗр. Тӳрӗ эфирти кӑларӑм паян, ҫурла уйӑхӗн 26-мӗшӗнче, 13 сехет те 18 минутра пуҫланать. Ун вӑхӑтӗнче эсир те 56-19-73 номерпе шӑнкӑравласа калаҫӑва хутшӑнма, хӑнана ыйтусем пама пултаратӑр. Çавăн пекех ыйту «ВКонтакте» социаллă тытăмри Чăваш радио ушкăнĕнче çак хыпарăн коммантарийĕнче хăварма юрать. Чăваш радио FM 88.1 (Шупашкар), FM 99.9 (Çĕрпÿ), FM 101.0 (Етĕрне), FM 105.2 (Патăръел), FM 105.4 (Йĕпреç), пралуклă хыпарлавăн 1 кнопки çинче калаçать. Унсăр пуçне Чăваш патшалăх телерадиокомпанийĕн сайтĕнче chgtrk.ru/pryamoy-efir/ он-лайн итлеме, курма, çавăн пекех телевизорпа «Раççей Радио» каналĕ çинче итлеме пулать.