"ВӐХӐТ ҪИТРӖ". АНОНС
"ВӐХӐТ ҪИТРӖ". АНОНС Хальхи чăваш литературине юратакансем ӑна лайӑх пӗлеҫҫӗ. Вăл - чи паллă прозаиксенчен пӗри - Ольга Куликова, литературӑри хушма ячĕ Улькка Эльмен. Август уйăхĕнче вӑл хăйĕн черетлĕ юбилейне кĕтсе илет. Ҫыравҫӑн пурнӑҫӗпе, пултарулӑхӗпе "Вӑхӑт ҫитрӗ" кӑларӑмра тĕплĕнрех паллашӑпӑр. Тӳрӗ эфир вӑхӑтӗнче 56-19-73 номерпе шӑнкӑравласа пирӗн хӑнана ыйту пама пулать. Кӑларӑм паян, августӑн 12-мӗшӗнче, 13 сехет те 18 минутра пуçланать. Чăваш радио FM 88.1 (Шупашкар), FM 99.9 (Çĕрпÿ), FM 101.0 (Етĕрне), FM 105.2 (Патăръел), FM 105.4 (Йĕпреç), пралуклă хыпарлавăн 1 кнопки çинче калаçать. Унсăр пуçне Чăваш патшалăх телерадиокомпанийĕн сайтĕнче https://chgtrk.ru/pryamoy-efir/ он-лайн итлеме, курма, телевизорпа «Раççей Радио» каналĕ çинче итлеме пулать.