Рабочисен сумне ӳстерме, ҫамрӑксене производствӑна илӗртме пулӑшать
Рабочисен сумне ӳстерме, ҫамрӑксене производствӑна илӗртме пулӑшать Мускавра "Профессире чи лайӑххи" Пӗтӗм Раҫҫейри ӑсталӑх конкурсӗн регионсенче иртнӗ тапхӑрне пӗтӗмлетрӗҫ. ТАСС агентствӑн информаци центрӗнче Ӗҫлев тата социаллӑ хӳтлӗх министрӗ Антон Котяков, федераци субъекчӗсен пуҫлӑхӗсем тата промышленноҫ предприятийӗсен ертӳҫисем тӗл пулчӗҫ. Чӑваш Енре конкурса епле йӗркелесе ирттерни пирки Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев каласа кӑтартрӗ. Пирӗн республика конкурса ҫулленех хастар хутшӑнать. Кӑҫал 18 номинаципе суйлав тапхӑрне йӗркеленӗ, ку ҫӗршывӗпе иккӗмӗш кӑтарту. Регионта мала тухнисем халӗ Раҫҫей шайӗнче те профессире чи лайӑххи пулас тӗллевлӗ.