Перейти к содержимому
Максиметер

КАЙРИ - МАЛА хит-парад – 07.06.2026ç.

КАЙРИ - МАЛА хит-парад – 07.06.2026ç. 10 вырăн – 10 тӗрлӗ юрă. Вӗсем улшăнсах тăраҫҫӗ. Ҫӗннисем чи сахал сасă пухнисене улăштараҫҫӗ. Паян та ҫавăн пекех пулӗ. Аса илтеретпӗр, кăларăма пӗтӗмпех итлекенсен сасăлавӗ тăрăх хатӗрлетпӗр. Ҫавăнпа – хутшăнăр! 10-мĕш вырăн – Стас Владимиров, «Ырă сунса» 9-мĕш вырăн – Александр Арсентьев, «Иксӗмӗр яланлăхах» 8-мĕш вырăн – «Ҫеҫпӗл» ушкăн, «Эсӗ-манăн, эпӗ-санăн» 7-мĕш вырăн – Ольга Осипова-Палан, «Пӗлетӗн-и, савни» 6-мĕш вырăн – Светлана Печникова, «Тăхта, ҫамрăклăх» 5-мĕш вырăн – Петĕр Пĕтмен, «Шурă çĕмĕрт» 4-мĕш вырăн – «Хусан чăвашĕсем» ушкăн, «Йӗркеллӗ туслăх» 3-мĕш вырăн – Карина Алексеева, Надежда Сергеева, Юлия Воронцова, «Хӗрсем кайнă» 2-мĕш вырăн – Наталия Исаева, «Пулӗҫ ӗмӗтсем» 1-мĕш вырăн – Диана, «Эп пĕччен мар» Çак юрăçсем çитессинче «Кайри-мала» хит-парадра мĕнле йĕрке йышăнасси, туссем, сиртен килет. Юратнă юрăшăн хастартарах сасăлăр! Сасăлав «Одноклассники» https://ok.ru/chuvradio тата «ВКонтакте» https://vk.com/chuvradio социаллă сетьсенчи Чăваш радио ушкăнĕнче çĕртме уйăхĕн 11-мĕшĕччен, 9.30-чен пырать. Ку эрне пĕтĕмлетĕвĕсене икĕ тытăмри сасăсене пĕрлештерсе тăвăпăр. Сасăлăр! Хисеплĕ юрăçсем! Хăвăр çĕнĕ юрăсене хит-парада хутшăнтарас тетĕр пулсан çак электронлă почта çине ярса парăр: timahvi@yandex.ru Юрă ятне, кам юрланине, кĕввине тата сăмахĕсене кам çырнине туллин кăтартма ан манăр. Хаваспах сирĕн хайлавсене радиоитлекенсемпе пĕрле хаклăпăр!

219 просмотров

Канал в каталоге Максиметера

133 подписчиков

Читать дальше

Два раза в неделю свежие посты этого канала — на почту и в личную ленту. Без повторного поиска канала вручную.