ВӐХӐТ ҪИТРӖ. АНОНС!!!
ВӐХӐТ ҪИТРӖ. АНОНС!!! Тӳрӗ эфирти кӑларӑма паян Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, баянист, композитор Родион Петров хутшӑнать. Талантлӑ композитор пултарулăх ĕçĕнче 50 çул тăрăшать. Пирӗн итлекенсене ҫак тапхăрта тунă çитĕнÿсем, малашлăхри ӗмӗт-тӗллевсем çинчен каласа парӗ. Тӗл пулу паян, ҫӗртме уйӑхӗн 3-мӗшӗнче, 13 сехет те 18 минутра пуҫланать. Ун вӑхӑтӗнче эсир те 56-19-73 номерпе шӑнкӑравласа калаҫӑва хутшӑнма, хӑнана ыйтусем пама пултаратӑр. Шăнкăравлӑр! Чăваш радио FM 88.1 (Шупашкар), FM 99.9 (Çĕрпÿ), FM 101.0 (Етĕрне), FM 105.2 (Патăръел), FM 105.4 (Йĕпреç), пралуклă хыпарлавăн 1 кнопки çинче калаçать. Унсăр пуçне Чăваш патшалăх телерадиокомпанийĕн сайтĕнче https://chgtrk.ru/pryamoy-efir/ он-лайн итлеме, курма, çавăн пекех телевизорпа «Раççей Радио» каналĕ çинче итлеме пулать.