КАЙРИ - МАЛА хит-парад – 31.05.2026ç.
КАЙРИ - МАЛА хит-парад – 31.05.2026ç. Ҫу уйăхӗ - тавралăх тӗпрен улшăннă вăхăт, пирӗн кăларăма та вăл чылай ҫӗнӗлӗх илсе килчӗ. Ку эрне пӗтӗмлетӗвнех илер — лару-тăру йăлт урăхла. Малашне те вăл улшăнса кăна пырӗ, мӗншӗн тесен сасăлава урăх юрăсемпе юрăҫсем кӗрсе пыраҫҫӗ. Акă, паян та хит-парадри артистсен йышӗ ҫӗнелет. 10-мĕш вырăн – Наталия Исаева, «Пулӗҫ ӗмӗтсем» 9-мĕш вырăн – Венера Смирнова, Татьяна Степанова, «Юрату - пуянлăх» 8-мĕш вырăн – «Хусан чăвашĕсем» ушкăн, «Йӗркеллӗ туслăх» 7-мĕш вырăн – Александр Арсентьев, «Иксӗмӗр яланлăхах» 6-мĕш вырăн – «Ҫеҫпӗл» ушкăн, «Эсӗ-манăн, эпӗ-санăн» 5-мĕш вырăн – Светлана Печникова, «Тăхта, ҫамрăклăх» 4-мĕш вырăн – Петĕр Пĕтмен, «Шурă çĕмĕрт» 3-мĕш вырăн – Ольга Осипова-Палан, «Пӗлетӗн-и, савни» 2-мĕш вырăн – Карина Алексеева, Надежда Сергеева, Юлия Воронцова, «Хӗрсем кайнă» 1-мĕш вырăн – Диана, «Эп пĕччен мар» Çак юрăçсем çитессинче «Кайри-мала» хит-парадра мĕнле йĕрке йышăнасси, туссем, сиртен килет. Юратнă юрăшăн хастартарах сасăлăр! Сасăлав «Одноклассники» https://ok.ru/chuvradio тата «ВКонтакте» https://vk.com/chuvradio социаллă сетьсенчи Чăваш радио ушкăнĕнче çĕртме уйăхĕн 5-мĕшĕччен, 9.30-чен пырать. Ку эрне пĕтĕмлетĕвĕсене икĕ тытăмри сасăсене пĕрлештерсе тăвăпăр. Сасăлăр! Хисеплĕ юрăçсем! Хăвăр çĕнĕ юрăсене хит-парада хутшăнтарас тетĕр пулсан çак электронлă почта çине ярса парăр: timahvi@yandex.ru Юрă ятне, кам юрланине, кĕввине тата сăмахĕсене кам çырнине туллин кăтартма ан манăр. Хаваспах сирĕн хайлавсене радиоитлекенсемпе пĕрле хаклăпăр!