ӖҪРЕ - ҪАМРӐК СПЕЦИАЛИСТ. АНОНС!
ӖҪРЕ - ҪАМРӐК СПЕЦИАЛИСТ. АНОНС! Калаҫӑва Раҫҫей ял хуҫалӑх банкӗн ӗҫченӗсем - Кристина Никонорова тата Кристина Кудрявцева - хутшӑнаҫҫӗ. Кристина Никонорова - ҫамрӑк специалист. Кристина Кудрявцева банк тытӑмӗнче 10 ҫул ытла тӑрӑшать. Ҫамрӑксемшӗн ырӑ тӗслӗх тата наставник. "Чи кирли - ӗҫе юратса пурнӑҫлани. Ҫынсем те ҫакна туяҫҫӗ, сан патна туртӑнаҫҫӗ", - теҫҫӗ вӗсем. «Ӗҫре - ҫамрӑк специалист» кăларăм паян, майӑн 25-мӗшӗнче, 18 сехет те 24 минутра пуçланать. Итлеме ан манӑр! Аса илтеретпӗр: Чăваш радио FM 88.1 (Шупашкар), FM 99.9 (Çĕрпÿ), FM 101.0 (Етĕрне), FM 105.2 (Патăръел), FM 105.4 (Йĕпреç), пралуклă хыпарлавăн 1 кнопки çинче калаçать. Унсăр пуçне Чăваш патшалăх телерадиокомпанийĕн сайтĕнче chgtrk.ru/pryamoy-efir/ он-лайн итлеме, курма, телевизорпа «Раççей Радио» каналĕ çинче итлеме пулать.