КАЙРИ - МАЛА хит-парад – 24.05.2026ç.
КАЙРИ - МАЛА хит-парад – 24.05.2026ç. Ҫу уйăхӗнче ҫуллахи шăрăх — ку вăл кăҫал хӗлле нихҫанхи пек юр ҫуса лартнăшăн компенсаци. Ҫапла, тинех пирӗн тăрăха та ырă вăхăтсем ҫитрӗҫ. Ҫавăнпа хаваспах хит-парада та ҫуллахи юрăсене кӗртетпӗр. Вĕсемшĕн Чăваш радион «Одноклассники» тата «ВКонтакте» социаллă тытăмсен страницисенче сасăлама пултаратăр. Тархасшăн, хутшăнăр пирӗн ушкăна. Пурне те хапăл тăватпăр! 10-мĕш вырăн – Венера Смирнова, Татьяна Степанова, «Юрату - пуянлăх» 9-мĕш вырăн – Екатерина Синцова, «Пӗрле вӗҫер сирсе пӗлӗтсене» 8-мĕш вырăн – «Ҫеҫпӗл» ушкăн, «Эсӗ-манăн, эпӗ-санăн» 7-мĕш вырăн – Александр Арсентьев, «Иксӗмӗр яланлăхах» 6-мĕш вырăн – Светлана Печникова, «Тăхта, ҫамрăклăх» 5-мĕш вырăн – Ольга Осипова-Палан, «Пӗлетӗн-и, савни» 4-мĕш вырăн – Диана, «Эп пĕччен мар» 3-мĕш вырăн – Петĕр Пĕтмен, «Шурă çĕмĕрт» 2-мĕш вырăн – «Хусан чăвашĕсем» ушкăн, «Йӗркеллӗ туслăх» 1-мĕш вырăн – Любовь Васильева, «Эсӗ, эпӗ - пӗр тӗнче» Çак юрăçсем çитессинче «Кайри-мала» хит-парадра мĕнле йĕрке йышăнасси, туссем, сиртен килет. Юратнă юрăшăн хастартарах сасăлăр! Сасăлав «Одноклассники» https://ok.ru/chuvradio тата «ВКонтакте» https://vk.com/chuvradio социаллă сетьсенчи Чăваш радио ушкăнĕнче çу уйăхĕн 29-мĕшĕччен, 9.30-чен пырать. Ку эрне пĕтĕмлетĕвĕсене икĕ тытăмри сасăсене пĕрлештерсе тăвăпăр. Сасăлăр! Хисеплĕ юрăçсем! Хăвăр çĕнĕ юрăсене хит-парада хутшăнтарас тетĕр пулсан çак электронлă почта çине ярса парăр: timahvi@yandex.ru Юрă ятне, кам юрланине, кĕввине тата сăмахĕсене кам çырнине туллин кăтартма ан манăр. Хаваспах сирĕн хайлавсене радиоитлекенсемпе пĕрле хаклăпăр!