КАЙРИ - МАЛА хит-парад – 10.05.2026ç.
КАЙРИ - МАЛА хит-парад – 10.05.2026ç. Кӗтнӗ пекех, ҫӗнӗ юрăсем сасалава кӗртнӗ хыҫҫăн хит-парадри лару-тăру палăрмаллах улшӑнчӗ. Тин хутшăннисем ҫÿлелле кармашрӗҫ, ҫавăнпа ыттисене ҫул парса аяларах анса тăма тиврӗ. Паллах, аса илтерер, ҫитессинче йалтах урăхла пулма пултарать. Ҫакă пӗтӗмпех итлекенсен хастарлăхӗнчен килет. Тархасшăн, хăвăра килӗшекен юрăпа юрăҫшӑн сасăлама ан ӳркенӗр. 10-мĕш вырăн – «Хусан чăвашĕсем» ушкăн, «Йӗркеллӗ туслăх» 9-мĕш вырăн – «Ҫеҫпӗл» ушкăн, «Эсӗ-манăн, эпӗ-санăн» 8-мĕш вырăн – Екатерина Синцова, «Пӗрле вӗҫер сирсе пӗлӗтсене» 7-мĕш вырăн – Александр Арсентьев, «Иксӗмӗр яланлăхах» 6-мĕш вырăн – Петĕр Пĕтмен, «Шурă çĕмĕрт» 5-мĕш вырăн – Диана, «Эп пĕччен мар» 4-мĕш вырăн – Светлана Печникова, «Тăхта, ҫамрăклăх» 3-мĕш вырăн – Венера Смирнова, Татьяна Степанова, «Юрату - пуянлăх» 2-мĕш вырăн – Ольга Осипова-Палан, «Пӗлетӗн-и, савни» 1-мĕш вырăн – Любовь Васильева, «Эсӗ, эпӗ - пӗр тӗнче» Çак юрăçсем çитессинче «Кайри-мала» хит-парадра мĕнле йĕрке йышăнасси, туссем, сиртен килет. Юратнă юрăшăн хастартарах сасăлăр! Сасăлав «Одноклассники» https://ok.ru/chuvradio тата «ВКонтакте» https://vk.com/chuvradio социаллă сетьсенчи Чăваш радио ушкăнĕнче çу уйăхĕн 15-мĕшĕччен, 9.30-чен пырать. Эрне пĕтĕмлетĕвĕсене икĕ тытăмри сасăсене пĕрлештерсе тăвăпăр. Сасăлăр! Хисеплĕ юрăçсем! Хăвăр çĕнĕ юрăсене хит-парада хутшăнтарас тетĕр пулсан çак электронлă почта çине ярса парăр: timahvi@yandex.ru Юрă ятне, кам юрланине, кĕввине тата сăмахĕсене кам çырнине туллин кăтартма ан манăр. Хаваспах сирĕн хайлавсене радиоитлекенсемпе пĕрле хаклăпăр!