Чӑваш радио Ҫӗнтерӳ кунӗпе саламлать!
Чӑваш радио Ҫӗнтерӳ кунӗпе саламлать! Дорогие друзья! С почтением, трепетом и уважением поздравляем вас с 81 годовщиной Победы в Великой Отечественной войне! Светлая память героям, благодарность за мирное небо над головой, поклон земной за право на жизнь без ужаса войны, страха и боли. Пусть их подвиг, отвага, мужество вдохновляют людей, а праздник оставляет слезы счастья и трогательную радость в сердцах, объединяя души! Хаваслă хыпар: Çĕнтерÿ! Çĕнтерÿ! Çут çиçĕмĕн çиçрĕ Тăван çĕршыв çийĕн. Çынсем пĕр-пĕрне саламлаççĕ хĕрÿ; Урамсенче савăнăç, юрă сассийĕ. Урамсенче халăх кĕрлет, хĕвĕшет, Пурин те пĕр кăмăл, пĕр савăнăç çитнĕ. Куçсем шывланни те паян килĕшет, Çак аслă куна эпĕр çав тери кĕтнĕ. Çак аслă куна кĕтсе Сталинградран Берлин таран пирĕн салтак утăмланă. Чĕррĕн вĕçертмесĕр хаяр хĕç-вутран Ылханлă фрицсен эшкерне хăваланă. Ăна кĕтсе халăх хастарлă ĕçре Куллен çĕнтерÿ никĕсне никĕсленĕ. Паян кашниех савăнма тивĕçре, Кашниех çĕнтерÿшĕн мухтавлă ĕçленĕ. Салам, çĕнтерÿçĕсене! Чыс, мухтав! Салам сана аслă Çĕршывăмăр ҫарĕ. Сана, савăнса, салютлать-çке Мускав, Пин тупă сасси ĕмĕрсем тăрăх кайрĕ. Сире, çапăçса ÿкнĕ паттăрсене, Чунтан тав туса асăнать тăван халăх. Чĕри çумĕнче çутă ятăрсене Вăл усрĕ килес ăрусем асăнмалăх... Уйăп Мишши Мы помним! Мы гордимся!