СЫВЛĂХ ПУЛТĂР!
СЫВЛĂХ ПУЛТĂР! Сывлăхран хакли нимĕн те çук. Ăна кашнин мĕн пĕчĕкрен упрамалла, сывă пурнăç йĕрки тытса пымалла. Чăваш радиопа тухакан паянхи кăларăмра шăпах çакăн çинчен калаçăпăр. Пирĕн эксперт Чӑваш патшалӑх университечӗн медицина факультечӗн ача чирӗсен кафедрин доценчӗ, медицина наукисен кандидачӗ Венера Акимова пулĕ. «Сывлăх пултăр» кăларăм паян, ака уйăхĕн 30-мĕшĕнче, 13 сехет те 20 минутра пуçланать. Маргарита Кабетова ертсе пырать. Тÿрĕ эфир вăхăтĕнче студире (8352) 56-19-73 номерлĕ телефон ĕçлет, унпа шăнкăравласа эсир те калаçăва хутшăнма, тухтăра ыйту пама пултаратăр. Чăваш радио FM 88.1 (Шупашкар), FM 99.9 (Çĕрпÿ), FM 101.0 (Етĕрне), FM 105.2 (Патăръел), FM 105.4 (Йĕпреç), пралуклă хыпарлавăн 1 кнопки çинче калаçать. Унсăр пуçне Чăваш патшалăх телерадиокомпанийĕн сайтĕнче https://chgtrk.ru/pryamoy-efir/ он-лайн итлеме, курма, çавăн пекех телевизорпа «Раççей Радио» каналĕ çинче итлеме пулать.