ВӐХӐТ ҪИТРӖ. АНОНС!!!
ВӐХӐТ ҪИТРӖ. АНОНС!!! Кӑларӑм хӑни паян - Чӑваш республикин кинематографи пӗрлешӗвӗн ертӳҫи Олег Цыпленков. Тӳрӗ эфирта кӑҫал пӗрремӗш чӑваш фильмне экран ҫине кӑларнӑранпа 100 ҫул ҫитнине, Чӑваш кино кун-ҫулне тата ҫитес «Асам» фестиваль программине сӳтсе явӑпӑр. Тӗл пулу паян, ака уйӑхӗн 29-мӗшӗнче, 13 сехет те 18 минутра пуҫланать. Ун вӑхӑтӗнче эсир те 56-19-73 номерпе шӑнкӑравласа калаҫӑва хутшӑнма, хӑнана ыйтусем пама пултаратӑр. Шăнкăравлӑр! Чăваш радио FM 88.1 (Шупашкар), FM 99.9 (Çĕрпÿ), FM 101.0 (Етĕрне), FM 105.2 (Патăръел), FM 105.4 (Йĕпреç), пралуклă хыпарлавăн 1 кнопки çинче калаçать. Унсăр пуçне Чăваш патшалăх телерадиокомпанийĕн сайтĕнче https://chgtrk.ru/pryamoy-efir/ он-лайн итлеме, курма, çавăн пекех телевизорпа «Раççей Радио» каналĕ çинче итлеме пулать.