КАЙРИ - МАЛА хит-парад – 26.04.2026ç.
КАЙРИ - МАЛА хит-парад – 26.04.2026ç. Тата тепĕр çичĕ кун хыçа юлчĕ те – йăлтах çĕнĕрен тытăнатпăр. Хит-парад картлашккисемпе чи аялти йĕркерен пуçласа 1-мĕшне çити шутласа хăпаратпăр, çула май кашни пусма çинче тăрса тухнă юрăçсен хайлавĕсене итлетпĕр. Мӗнле йĕркепе - ҫакна итлекенсем татса параҫҫӗ. Сасăлав Чăваш радион «ВКонтакте» тата «Одноклассники» социаллă тытăмсен страницисенче пырать. Ăна кашни вырсарникун çĕнĕ кăларампа пуçаратпăр. Тархасшан, хутшăнăр! 10-мĕш вырăн – «Ҫеҫпӗл» ушкăн, «Эсӗ-манăн, эпӗ-санăн» 9-мĕш вырăн – Петĕр Пĕтмен, «Шурă çĕмĕрт» 8-мĕш вырăн – Диана, «Эп пĕччен мар» 7-мĕш вырăн – Венера Смирнова, «Шаккарӗ юрату» 6-мĕш вырăн – Александр Арсентьев, «Иксӗмӗр яланлăхах» 5-мĕш вырăн – Светлана Печникова, «Ăшă сăмахсем» 4-мĕш вырăн – Екатерина Синцова, «Пӗрле вӗҫер сирсе пӗлӗтсене» 3-мĕш вырăн – «Хусан чăвашĕсем» ушкăн, «Йӗркеллӗ туслăх» 2-мĕш вырăн – Ольга Осипова, «Пӗлетӗн-и, савни» 1-мĕш вырăн – Наталия Степанова, «Паянтан эс ют» Çак юрăçсем çитессинче «Кайри-мала» хит-парадра мĕнле йĕрке йышăнасси, туссем, сиртен килет. Юратнă юрăшăн хастартарах сасăлăр! Сасăлав «Одноклассники» https://ok.ru/chuvradio тата «ВКонтакте» https://vk.com/chuvradio социаллă сетьсенчи Чăваш радио ушкăнĕнче ака уйăхĕн 30-мĕшĕччен, 9.30-чен пырать. Ку эрне пĕтĕмлетĕвĕсене икĕ тытăмри сасăсене пĕрлештерсе тăвăпăр. Сасăлăр! Хисеплĕ юрăçсем! Хăвăр çĕнĕ юрăсене хит-парада хутшăнтарас тетĕр пулсан çак электронлă почта çине ярса парăр: timahvi@yandex.ru Юрă ятне, кам юрланине, кĕввине тата сăмахĕсене кам çырнине туллин кăтартма ан манăр. Хаваспах сирĕн хайлавсене радиоитлекенсемпе пĕрле хаклăпăр!