УÇĂ КАЛАÇУ. АНОНС!
УÇĂ КАЛАÇУ. АНОНС! Тӳре эфирти тӗл пулӑва хальхинче Чӑваш чӗлхи кунне халалларӑмӑр. Вӗрентекенӗн оществӑри выранӗ, тӑван чӗлхепе культурӑна аталантарссинчи пӗлтерӗшӗ пирки калаҫӑпӑр. Студи хӑни Раҫҫей Федерацийӗн воспитанипе ҫутӗҫӗн Хисеплӗ ӗҫченӗ, Шупашкар округӗнчи Ҫӗнъялти пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан шкул учителӗ Галина Кузьмина ун пирки хӑйӗн шухӑшне пӗлтерӗ, радиоитлекенсен ыйтӑвӗсене хуравлӗ. Тÿрĕ эфир вăхăтĕнче хăнана ыйтусем (8352) 56-19-73 телефонпа пама пулать. Çавăн пекех «ВКонтакте» социаллă тытăмри Чăваш радио ушкăнĕнче çак хыпарăн коммантарийĕнче хăварма юрать. «Уçă калаçу» кăларăм апрелĕн 23-мĕшĕнче, 7 сехет те 27 минутра пуçланать. Чăваш радио FM 88.1 (Шупашкар), FM 99.9 (Çĕрпÿ), FM 101.0 (Етĕрне), FM 105.2 (Патăръел), FM 105.4 (Йĕпреç), пралуклă хыпарлавăн 1 кнопки çинче калаçать. Унсăр пуçне онлайн пирĕн сайтра: https://chgtrk.ru/pryamoy-efir/ тата телевизорпа «Раççей Радио» каналĕ çинче итлеме пулать.