КАЙРИ - МАЛА хит-парад – 19.04.2026ç.
КАЙРИ - МАЛА хит-парад – 19.04.2026ç. Тепӗр эрне хыҫа юлчӗ тесен те юрать, унăн пӗтӗмлетӗвӗпе хит-парад тăррине ҫӗнӗ ҫӗнтерÿҫӗ хăпарса тăма пултарчӗ. Кам ку хутӗнче пуринчен маттур? Ҫакна яланхи пекех аялтан çÿлелле шутласа пӗлӗпӗр. Килӗшекен юрăшăн эсир хальлӗхе «ВКонтакте» тата «Одноклассники» сайтсенче сасăлама пултаратăр. Парăр юратнă юрăçшăн хăвăр сасса, кайри малта пулĕ вара! 10-мĕш вырăн – Петĕр Пĕтмен, «Шурă çĕмĕрт» 9-мĕш вырăн – Екатерина Синцова, «Пӗрле вӗҫер сирсе пӗлӗтсене» 8-мĕш вырăн – Александр Арсентьев, «Иксӗмӗр яланлăхах» 7-мĕш вырăн – «Ҫеҫпӗл» ушкăн, «Эсӗ-манăн, эпӗ-санăн» 6-мĕш вырăн – Венера Смирнова, «Шаккарӗ юрату» 5-мĕш вырăн – Диана, «Эп пĕччен мар» 4-мĕш вырăн – Светлана Печникова, «Ăшă сăмахсем» 3-мĕш вырăн – Ольга Осипова, «Пӗлетӗн-и, савни» 2-мĕш вырăн – «Хусан чăвашĕсем» ушкăн, «Йӗркеллӗ туслăх» 1-мĕш вырăн – Наталия Степанова, «Паянтан эс ют» Çак юрăçсем çитессинче «Кайри-мала» хит-парадра мĕнле йĕрке йышăнасси, туссем, сиртен килет. Юратнă юрăшăн хастартарах сасăлăр! Сасăлав «Одноклассники» https://ok.ru/chuvradio тата «ВКонтакте» https://vk.com/chuvradio социаллă сетьсенчи Чăваш радио ушкăнĕнче ака уйăхĕн 24-мĕшĕччен, 9.30-чен пырать. «Телеграма» пурте хутшăнайманнипе унта халлĕхе сасăлав лартмастăр. Ку эрне пĕтĕмлетĕвĕсене икĕ тытăмри сасăсене пĕрлештерсе тăвăпăр. Сасăлăр! Хисеплĕ юрăçсем! Хăвăр çĕнĕ юрăсене хит-парада хутшăнтарас тетĕр пулсан çак электронлă почта çине ярса парăр: timahvi@yandex.ru Юрă ятне, кам юрланине, кĕввине тата сăмахĕсене кам çырнине туллин кăтартма ан манăр. Хаваспах сирĕн хайлавсене радиоитлекенсемпе пĕрле хаклăпăр!