КАЙРИ - МАЛА хит-парад – 29.03.2026ç.
КАЙРИ - МАЛА хит-парад – 29.03.2026ç. Ку эрнери сасăлав яланхи пекех кăсăклă пулса тухрӗ. Пӗрремӗшӗ, Телеграм йӗркеллӗ ӗҫлеменрен, ку электронлă лаптăкра сасăлав пулмарӗ. Шел пулин те, малашне те ырă улшăну кӗтмелли ҫук. Ҫапах та, пурăнăпăр, курăпăр. Иккӗмӗшӗ, Ирина Саригель сасăлавран тухнă хыҫҫăн, паллах, ҫӗнтерӳҫӗ те улшăнчӗ. 10-мĕш вырăн – Наталия Степанована, «Паянтан эс ют» 9-мĕш вырăн – Венера Смирнова, «Шаккарӗ юрату» 8-мĕш вырăн – Диана, «Эп пĕччен мар» 7-мĕш вырăн – «Ҫеҫпӗл» ушкăн, «Эсӗ-манăн, эпӗ-санăн» 6-мĕш вырăн – Екатерина Синцова, «Пӗрле вӗҫер сирсе пӗлӗтсене» 5-мĕш вырăн – Александр Арсентьев, «Иксӗмӗр яланлăхах» 4-мĕш вырăн – Ольга Осипова, «Пӗлетӗн-и, савни» 3-мĕш вырăн – Светлана Печникова, «Ăшă сăмахсем» 2-мĕш вырăн – «Хусан чăвашĕсем» ушкăн, «Йӗркеллӗ туслăх» 1-мĕш вырăн – Олеся Яковлева, Михаил Ăраскал, «Юрату ҫырли» Çак юрăçсем çитессинче «Кайри-мала» хит-парадра мĕнле йĕрке йышăнасси, туссем, сиртен килет. Юратнă юрăшăн хастартарах сасăлăр! Сасăлав «Одноклассники» https://ok.ru/chuvradio тата «ВКонтакте» https://vk.com/chuvradio социаллă сетьсенчи Чăваш радио ушкăнĕнче ака уйăхĕн 3-мĕшĕччен, 9.30-чен пырать. «Телеграма» пурте хутшăнайманнипе унта халлĕхе сасăлав лартмастăр. Ку эрне пĕтĕмлетĕвĕсене икĕ тытăмри сасăсене пĕрлештерсе тăвăпăр. Сасăлăр! Хисеплĕ юрăçсем! Хăвăр çĕнĕ юрăсене хит-парада хутшăнтарас тетĕр пулсан çак электронлă почта çине ярса парăр: timahvi@yandex.ru Юрă ятне, кам юрланине, кĕввине тата сăмахĕсене кам çырнине туллин кăтартма ан манăр. Хаваспах сирĕн хайлавсене радиоитлекенсемпе пĕрле хаклăпăр!