ПĔР ПЫТАРМАСĂР. АНОНС!!!
ПĔР ПЫТАРМАСĂР. АНОНС!!! Чӑваш радио 100 ҫул эфирта! Ҫавна май паян студи хăни — Владимир Тимофеев. Пурне те тÿрĕ эфирти тĕл пулăва йыхравлатпăр! Чăваш радиопа телевиденийӗн кӑларӑмӗсене ертсе пыраканӗ сире хăйӗн ĕçĕ-хĕлĕ, шухăшĕ-ĕмĕчĕ, пурнăçĕ çинчен пĕр пытармасăр каласа парĕ. Çавăн пекех Валентина Михайлован тата радиоитлекенсен ыйтăвĕсене хуравлĕ. «Пĕр пытармасăр» кăларăм паян, юпа уйăхĕн 5-мĕшĕнче, 13 сехет те 18 минутра, пуçланать. Тÿрĕ эфир вăхăтĕнче студие (8352) 56-19-73 телефонпа шăнкăравласа ыйту пама, хăвăр шухăша пĕлтерме пултаратăр. Çавăн пекех ыйтусене «ВКонтакте» социаллă тытăмри Чăваш радио ушкӑнĕнче çак хыпарăн комментарийĕнче хăварма юрать: vk.ru/chuvradio Чăваш радио FM 88.1 (Шупашкар), FM 99.9 (Çĕрпÿ), FM 101.0 (Етĕрне), FM 105.2 (Патăръел), FM 105.4 (Йĕпреç), пралуклă хыпарлавăн 1 кнопки çинче калаçать. Унсăр пуçне Чăваш патшалăх телерадиокомпанийĕн сайтĕнче chgtrk.ru/pryamoy-efir/ он-лайн итлеме, курма, телевизорпа «Раççей Радио» каналĕ çинче итлеме пулать. #чавашрадио #радиочувашии #100летвэфире