🎼 КАЙРИ – МАЛА хит-парад – 11.10.2026ç.
🎼 КАЙРИ – МАЛА хит-парад – 11.10.2026ç. Енчен те хит-парадăн ҫÿлти пайӗнче пӗрмай улшăну пулсан, аялта вара хӑшӗ-пӗри хытса ларчӗ темелле пулĕ. Ку эрнере вӗсен юлашки шанăҫ пулать – лару-тăрăва лайăхлатма. Унсăрăн, шел пулин те, сыв пуллашма тивет. Ҫавăнпа паян никама та кăларса ямастпăр. 10-мĕш вырăн – Николай Кузьмин, «Эп сана» 9-мĕш вырăн – Олеся Яковлева, Михаил Федоров, «Чунҫунтармăш» 8-мĕш вырăн – Стас Владимиров, «Ырă сунса» 7-мĕш вырăн – Петĕр Пĕтмен, «Шурă çĕмĕрт» 6-мĕш вырăн – Карина Алексеева, Леонид Захаров, «Ҫумăр ҫăвать» 5-мĕш вырăн – Алексей Московский, «Ҫулла» 4-мĕш вырăн – Наталия Степанова, «Чунра ҫунать юрату» 3-мĕш вырăн – «Хусан чăвашĕсем» ушкăн, «Йӗркеллӗ туслăх» 2-мĕш вырăн – Светлана Печникова, «Тăхта, ҫамрăклăх» 1-мĕш вырăн – Диана, «Малалла» Çак юрăçсем çитессинче «Кайри-мала» хит-парадра мĕнле йĕрке йышăнасси, туссем, сиртен килет. Юратнă юрăшăн хастартарах сасăлăр! Сасăлав «Одноклассники» https://ok.ru/chuvradio тата «ВКонтакте» https://vk.com/chuvradio социаллă сетьсенчи Чăваш радио ушкăнĕнче, MAXри каналта https://max.ru/channel_chradio юпа уйăхĕн 30-мĕшĕччен, 9.30-чен пырать. Пĕтĕмлетÿсене виçĕ тытăмри сасăсене пĕрлештерсе тăвăпăр. Сасăлăр! Хисеплĕ юрăçсем! Хăвăр çĕнĕ юрăсене хит-парада хутшăнтарас тетĕр пулсан çак электронлă почта çине ярса парăр: timahvi@yandex.ru Юрă ятне, кам юрланине, кĕввине тата сăмахĕсене кам çырнине туллин кăтартма ан манăр. Хаваспах сирĕн хайлавсене радиоитлекенсемпе пĕрле хаклăпăр!