Чӑваш радио 100 ҫулта! Саламлатпӑр!
Чӑваш радио 100 ҫулта! Саламлатпӑр! 1926-мĕш çулта эфирта пĕрремĕш хут чăваш сăмахĕ янăранăранпа 100 ҫул ҫитрӗ. Ҫавӑнтанпа Чăваш радио итлекенсемшĕн чи тĕрĕс те тулли хыпар çитерекен массăллă информаци хатĕрĕ пулса тӑчӗ. Чăваш патшалăх телерадиокомпани йышне кĕрекен радио эфирĕнче кашни кун республикăн политикăпа экономикăри, ял хуçалăхри, социаллă пурнăçри, культурăпа искусствори пулăмсемпе паллаштаратпăр. Пур хыпарсене те вăхăтра тата чăвашла тĕрĕс пĕлтерме тăрăшатпăр. Чăваш радио фондĕнче 40 пине яхăн архив материалĕ упранать. Çавна май радиоитлекенсем тĕрлĕ çулсенче çырнă чăваш авторĕсен чи лайăх хайлавĕсене итлеме пултараççĕ. Тăван сăмах, тăван юрă пилӗк тӗрлӗFM-хумсем ҫинче,пралуклă хыпарлавăн 1-мĕш кнопки çинче янăрать. Чăваш радио кăларăмĕсене çавăн пекех Интернетра, Чăваш патшалăх телерадиокомпани сайтĕнче, он-лайн мелĕпеwww.chgtrk.ru адреспа итлеме тата курмапулать. Чӑваш радио 100 ҫул тултарать пулин те, пурнӑҫпа тан пыма тӑрӑшать. Ӗҫре хальхи йышши ҫӗнӗ майсемпе, форматсемпе усӑ курать, подкастсем хатӗрлет. Чылай кӑларӑм интерактивлӑ тӳрӗ эфир пек йӗркеленет. Ӗҫри ҫӗнӗлӗхсем пирки социаллӑ тытӑмсенче тӑтӑшах пӗлтерет. Чăваш радио коллективĕ пысăках мар. Кунта хăйсен ĕçне чунтан юратакан, пысăк ăсталăхпа пурнăçлакан корреспондентсем, ертсе пыракансем, сасă режиссерĕсемпе инженерсем, пурĕ 20 çын тăрăшать. Вĕсен йышĕнче кӑларӑмсене ертсе пыракан Раççейӗн культурӑн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Маргарита Кабетова, Чăваш республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕсем-Ольга Тургай шеф-редактор, Николай Мулянов корреспондент,Валентина Михайловапа Олег Авельев ертсе пыракансем.Радио итлекенсем Альбина Фомина, Маргарита Львова, Ирина Паргеева тата ытти журналистсен сассисене те лайăх пĕлеççĕ. Вĕсем хатĕрлекен «Ăраскал», «Паянхи кун», «Çула тухсан», «Кайри — мала» хит-парад, «Столичный курьер», «Живая история Чувашии», «Хамӑр ял», «Открытая студия», «Шăнкăрав» тата ытти кăларăмсене кăмăлласах итлеççĕ. Чăваш радион туслă коллективне Чăваш республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Эльвира Тимофеева ертсе пырать.