Перейти к содержимому
Максиметер

🎼 КАЙРИ – МАЛА хит-парад – 01.11.2026ç.

🎼 КАЙРИ – МАЛА хит-парад – 01.11.2026ç. Ырă-ҫке кӗркунне, тесе калас килет эфира таврăннă май. Чăнах та, типӗ те хӗвеллӗ юпа уйăхӗ хыҫа юлчӗ. Ăна пӗтӗмлетме вăхăт. Тăхтав вăхăтӗнче сасăлав чарăнса ларман. Пурне те пысăк тав хăвăра килӗшекен юрăҫсемшӗн сасăласа вӗсене хавхалантарнăшăн. Чылай вăхăт кăларăмра тытăнса тăма пулăшнăшăн.   10-мĕш вырăн – Алексей Иванов, «Хӗвел тухтăр» 9-мĕш вырăн – Стас Владимиров, «Ырă сунса» 8-мĕш вырăн – Олеся Яковлева, Михаил Федоров, «Чунҫунтармăш» 7-мĕш вырăн – Светлана Печникова, «Тăхта, ҫамрăклăх» 6-мĕш вырăн – Алексей Московский, «Ҫулла» 5-мĕш вырăн – Карина Алексеева, Леонид Захаров, «Ҫумăр ҫăвать» 4-мĕш вырăн – Наталия Степанова, «Чунра ҫунать юрату» 3-мĕш вырăн – Николай Кузьмин, «Эп сана» 2-мĕш вырăн – «Хусан чăвашĕсем» ушкăн, «Йӗркеллӗ туслăх» 1-мĕш вырăн – Диана, «Малалла»   Çак юрăçсем çитессинче «Кайри-мала» хит-парадра мĕнле йĕрке йышăнасси, туссем, сиртен килет. Юратнă юрăшăн хастартарах сасăлăр! Сасăлав «Одноклассники» https://ok.ru/chuvradio тата «ВКонтакте» https://vk.com/chuvradio социаллă сетьсенчи Чăваш радио ушкăнĕнче, MAXри каналта https://max.ru/channel_chradio чÿк уйăхĕн 6-мĕшĕччен, 9.30-чен пырать. Пĕтĕмлетÿсене виçĕ тытăмри сасăсене пĕрлештерсе тăвăпăр. Сасăлăр! Хисеплĕ юрăçсем! Хăвăр çĕнĕ юрăсене хит-парада хутшăнтарас тетĕр пулсан çак электронлă почта çине ярса парăр: timahvi@yandex.ru Юрă ятне, кам юрланине, кĕввине тата сăмахĕсене кам çырнине туллин кăтартма ан манăр. Хаваспах сирĕн хайлавсене радиоитлекенсемпе пĕрле хаклăпăр!

30 просмотров

Канал в каталоге Максиметера

133 подписчиков

Читать дальше

Два раза в неделю свежие посты этого канала — на почту и в личную ленту. Без повторного поиска канала вручную.