Ярлов Георгий Иванович, председатель общественной палаты Красночетайского муниципальног...
Ярлов Георгий Иванович, председатель общественной палаты Красночетайского муниципального округа: Олег Алексеевич регионӑн социаллӑ пурнӑҫӗпе экономикин аталанӑвӗн тӗп енӗсене палӑртрӗ. Мана ҫак самантсем ҫинче чарӑнса тӑни килӗшрӗ: - колледжсемпе техникумсен материалпа техника никӗсне ҫирӗплетсе ӗҫ профессийӗсен пӗлтерӗшне уйрӑм тимлӗх уйӑрни; - ӗҫлекенсем валли пурӑнмалли ҫурт-йӗр фондне йӗркелесси; - вырӑнти пӗлтерӗшлӗ автомобиль ҫулӗсене нормативпа килӗшуллӗн йӗркене кӗртсе ҫитересси; - хӑтлӑ хула хутлӑхне йӗркелес программӑна малалла тӑсасси. 2027 çулта объектсене хăтлăлатас енĕпе Пĕтĕм Раççĕйри конкурсра çĕнтернĕ икĕ проекта пурнăçа кĕртмелле. Вĕсенчен пӗри пирӗн округра пурнӑҫланасси пирки палӑртни питӗ савӑнтарчӗ.